Чăвашлăха аталантарас тесен

2017 çулхи авăн уйăхĕн 19-21-мĕш кунĕсенче Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕнче «Теоретические и методические проблемы преподавания родного языка и литературы в условиях реализации ФГОС нового поколения» программăпа преподавательсен квалификацине ÿстермелли курс иртрĕ. Тутар тата чăваш филологийĕн кафедрипе пушкăрт филологийĕн кафедринче вăй хуракан преподавательсен умĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче ĕçлекен филологи наукисен кандидачĕ Ю.М. Виноградов доцент лекцисем вуларĕ, чăваш уйрăмĕнче ĕçлекен преподавательсемпе тата çак уйрăмра вĕренекен студентсемпе практика занятийĕсем ирттерчĕ. Юрий Михайлович ФГОС пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăл чăваш шкулĕн 5-9-мĕш класĕсем валли «Чăваш чĕлхи» тата «Чăваш литератури» программăсене, учебниксене Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тĕпе хурса хатĕрленине пĕлтерчĕ. Программăсенче вĕренÿ содержанине виçĕ ушкăна уйăрнă: 1) коммуникаци е хутшăну компетенцийĕ (калаçу тата çыру урлă хутшăнас ăсталăх); 2) чĕлхе тата лингвистика компетенцийĕ (чĕлхе пĕлĕвĕн тĕп ăнлавĕсене вĕренес ăсталăх); 3) культуроведени компетенцийĕ (пуплев культурине вĕренес ăсталăх). Паянхи кун чăвашла калаçакансенчен тата çыракансенчен чылайăшĕ литература чĕлхин нормисене пăхăнмасть. Ю.М. Виноградов чĕлхеçĕ пулнă май практика занятийĕсенче çынсен пуплевĕнче тата çырура тăтăшах тĕл пулакан грамматика, пуплев, орфографи, пунктуаци йăнăшĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Сумлă чĕлхеçĕ вĕрентекенсен тата вĕренкенсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Хăйĕнчен тата ыттисенчен çирĕп ыйтакан Юрий Михайлович хăй вĕрентсе кăларнă студентсем пултарулăх тĕлĕшĕнчен маттур пулнишĕн савăнчĕ, чăваш уйрăмĕнче 5-мĕш курсра вĕренекен Элеонора Петровăна пĕр иккĕленмесĕрех аспирантурăна вĕренме кĕме сĕнчĕ. - Эпир, чĕлхеçĕсем, çитмĕлтен иртсе пыратпăр, çавăнпа та ăслăлăх анинче Элеонора пек пултаруллă, кĕнеке çырма пултаракан çамрăксем кирлĕ (2016 çулта Э.А. Петрова тата М.О. Алексеева студентсем Л.В. Коротаева ертсе пынипе «Чувашские народные говоры Приуралья» кĕнеке пичетлесе кăларчĕç). Чăвашлăха аталантарса тесен, çамрăксен, манăн хамăн пуçлăх (директор) пулмалла текен шухăшпа пурăнмалла, ‒ тесе пĕлтерчĕ ăсчах.  

Новости кафедры татарской и чувашской филологии


Последние новости

Анонсы


Наверх

Стерлитамакский филиал УУНиТ